Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Маяковскипе те туслӑ пулнӑ

Кашни ӳсӗмри ҫын ачалӑхӗнче асра юлакан ятсем пулаҫҫӗ. Ман шутпа, иртнӗ ӗмӗрӗн 30-40-мӗш ҫулӗсенче шкулта вӗреннӗ чӑваш ачисем пурте Никифор Ваҫанкка ятне лайӑх пӗлнӗ. Унӑн сӑвви-юррисене вуласа чӑваш чӗлхине юратма вӗреннӗ. Вӗсенче ашшӗ-амӑшӗн, аслашшӗ-асламӑшӗн иртнӗ пурнӑҫне курнӑ, этем ӗҫне, халӑх кун-ҫулне хисеплеме хӑнӑхнӑ.

Чӑваш Республикин Патшалӑх пичет архивӗнче паллӑ поэтӑн 86 кӗнеки, вӗренӳ пособийӗсем, куҫару ӗҫӗсем тата хаҫат-журналсенче пичетленнӗ 600 ытла сӑввипе калавӗ, тӗрлӗ ыйтупа ҫырнӑ статйи упранаҫҫӗ. Вӗсем паян та вӗренекенсемпе тӗпчевҫӗсене хумхантараҫҫӗ, вулакансен чунне тыткӑнлаҫҫӗ. Унӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен калакан материал та нумай.

Н.Т.Ваҫанкка 1903 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Ураскилтре чухӑн хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Ҫамрӑклах йывӑр ӗҫе кӳлӗннӗ, шкулта тӑрӑшса вӗреннӗ. Элӗкри икӗ класлӑ шкулта алӑпа ҫырса “Вӗлле хурчӗ” журнал кӑларса тӑнӑ. Унта “Ҫуллахи ир”, “Малалла”, “Вырмара”, “Ҫуллахи илем” малтанхи сӑввисене пичетленӗ.

Шкул хыҫҫӑн Ваҫанкка Хусанти учительсен курсӗнчен, Вӑрнарти педтехникумран вӗренсе тухнӑ. 1923 ҫулта Шупашкара килнӗ, “Канаш” хаҫат редакцийӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Сӑввисем пӗрин хыҫҫӑн тепри хаҫат страницисенче пичетленме тытӑннӑ. “Ҫамрӑксене”, “Ҫамрӑксен шухӑшӗ”, “Тусӑм, ан йӗр”, “Хӗрачасене”, “Иксӗлми вӑй-хӑват”, “Сӳнми тумлам”, “Тинех пире улталас ҫук”, “Ҫӗнӗ ҫул ҫинче” - вӗсенче пуринче те хастар ҫамрӑксен, малашлӑха паттӑррӑн утакан пысӑк ӗмӗтлӗ ҫамрӑк ҫынсен сӑнарӗ.

Хаҫатра пичетленнӗ произведенисенчен уйрӑмах фельетонсем пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Поэт вӗсенче хӑйсене мӑнна хуракансене, ӗҫкӗ-ҫикӗпе иртӗхекенсене, ултавҫӑсемпе йӑпӑлтисене, ҫӑмӑлттайсемпе тӳрккес ҫынсене ҫивӗччӗн питленӗ.

1924-1927 ҫулсенче чӑваш каччи Мускаври журналистика институтӗнче вӗреннӗ. Вырӑссен паллӑ поэчӗсемпе В.Маяковскипе, А.Безыменскипе, М.Жаровпа, И.Уткинпа час-часах тӗл пулнӑ, вӗсене хӑйӗн юрри-сӑввисемпе паллаштарнӑ, сӑвӑ каҫӗсене хутшӑннӑ. Вӑл вӑхӑтра ҫырнисенчен уйрӑмах “Кӑрлачӑн 27-мӗшӗ”, “Мускав”, “Мускав - ӗҫ халӑх чӗри” сӑвӑсем паллӑ вырӑн йышӑннӑ. Вӗсенче вӑл совет ҫамрӑкӗсен паттӑр ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

1926 ҫулта поэт пирвайхи сӑввисене пухса “Хастарлӑх”, “Ирхи сывлӑм” кӗнекесем пичетлесе кӑларнӑ. Ҫав сӑвӑсенче автор тантӑшӗсене пурнӑҫ уттипе тан пыма, кирек мӗнле йывӑрлӑха та хӑюллӑн сирсе яма чӗннӗ.

Никифор Ваҫанкка пултарулӑхӗ тӗрлӗ енлӗ. Вӑл ӑста куҫаруҫӑ та. Вырӑс ҫыравҫисен В.Маяковскин, Д.Бедныйӑн, А.Пушкинӑн произведенийӗсене чӑвашла куҫарса халӑх патне чи малтан ҫитернӗ. Литература чӗлхи тасалӑхӗшӗн, тирпейлӗхӗшӗн те сахал мар тӑрӑшнӑ. Хаҫат-журналсене, кӗнекесене тишкерсе, вӗсенчи чӗлхе ҫӳп-ҫапне кӑтартнӑ.

Унӑн сӑввисемпе чӑваш композиторӗсем нумай юрӑ кӗвӗленӗ. “Кай, кай Ивана”, “Килмен те курман Шупашкарне”, “Пирӗн юрӑ янратӑр ялан”, “Авӑнмасӑр, вӑй хумасӑр”, “Пирӗн лаши хура тур”, “Анатран хӑпарать шурӑ пӑрахут”, “Ӑмӑртуллӑ ҫар” юррисем чӑннипех те халӑх юррисем пулса тӑчӗҫ.

Писательсен пултарулӑхне тишкерсе ҫырнӑ статьясем те унӑн творчествинче тивӗҫлӗ вырӑн тупнӑ. Г.Тал-Мӑрса, Ф.Павлов, Г.Кели ӗҫ-хӗлӗ ҫинчен вулакансене чи малтан Н.Ваҫанкка тӗплӗн каласа панӑ. Уйрӑмах Ҫеҫпӗл Мишши поэзийӗн еткерлӗхне упраса хӑварас енӗпе пысӑк ӗҫ тунӑ: 1928 ҫулта хӗрӳ чӗреллӗ поэтӑн сӑввисене уйрӑм кӗнекепе пичетлесе кӑларнӑ, нумай-нумай статья ҫырса унӑн пурнӑҫӗпе, пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ.

Талантлӑ сӑвӑҫ пурнӑҫ тӑршшӗпех ҫамрӑк ӑрушӑн тӑрӑшнӑ. Ачасем валли “Санюк сӑвви-юррисем”, “Чакак хӑнисем”, “Йӑлӑмра” кӗнекесем хатӗрлесе кӑларнӑ. Юлашки кӗнекинче автор чӑваш ачисен ӗлӗкхипе хальхи пурнӑҫӗпе ырӑ ӗҫӗсем ҫинчен ялти ватӑ пек ӑслӑ та витерӳллӗ каласа панӑ.

Н.Ваҫанкка 1932 ҫултанпа тивӗҫлӗ канӑва кайичченех Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ, шкулсем валли кӑларакан учебниксемпе педагогика литературин редакцине ертсе пынӑ. “Хӗрӗх ҫула яхӑн Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫлесе пине яхӑн кӗнеке редакциленӗ. Редакцилет анчах мар вӑл. Ал ҫырӑвне пур енлӗн тишкерет... Вӑл ырласа алӑ пусмасӑр редакци кӑларакан пӗр кӗнеке те типографие кайман. Мӗн чухлӗ вӑй, мӗн чухлӗ чӑтӑмлӑх кирлӗ пулнӑ Н.Т.Ваҫанккан”, - тесе ҫырнӑ чӑваш ҫыравҫи Г.Орлов 2003 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче “Хыпар” хаҫатра.

Тӑван литературӑна аталантарас тӗлӗшпе нумай ҫул хушши ӗҫленӗшӗн аслӑ поэтӑмӑра Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Хисеп грамотипе, “Ӗҫре палӑрнӑшӑн медальпе” наградӑланӑ. 1967 ҫулта ӑна Чӑваш АССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн хисеплӗ ятне панӑ.

Пултаруллӑ сӑмах ӑсти Никифор Тарасович Ваҫанкка 1976 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ. Унтанпа 30 ҫул ытла иртрӗ пулин те тӑван халӑх унӑн ҫутӑ сӑнарне чӗрере упрать. Сӑмах май, поэт 100 ҫул тултарнине 2003 ҫулта республикӑра анлӑн паллӑ турӗҫ. Чӑваш Республикин патшалӑх пичет архивӗнче ҫак куна халалласа “Ҫунатлӑ ҫамрӑклӑх юрӑҫи” курав йӗркеленӗччӗ. Куравра поэтӑн тӑванӗсем, тус-юлташӗсем, тӗпчевҫӗсем унӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑх, ӗҫ-хӗлне ҫутатакан кӗнекесемпе, хаҫат-журналсемпе, сӑн ӳкерчӗксемпе, халиччен курман пичет докуменчӗсемпе паллашрӗҫ.

Чӑннипех те хӗрӳллӗ поэтӑн сӑвви-юррисем шкул ачисемпе ҫамрӑксене пурнӑҫа малашне те хавхалантарса пырӗҫ, пысӑк ӗмӗт-тӗллев ҫуратӗҫ. Унӑн ырӑ ячӗ ӗмӗр-ӗмӗр халӑх чӗринче упранӗ.

Е.Арланова
«Хыпар», 2008, нарӑс


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-02-20 14:26:10 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2674 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем